Демьян Семёнов журналист, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, политика тата патшалӑх деятелӗ, пурӑннӑ пулсан паян, утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, 85 ҫул тултармаллаччӗ. «Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫавна халалласа унӑн тӑванӗсем, ӗҫтешӗсемпе юлташӗсем асӑну каҫне пухӑннӑ.
Демьян Филиппович Етӗрне районӗнчи Мӑн Явӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче тата Партин аслӑ шкулӗн журналистика факультетӗнче вӗреннӗ. «Коммунизм ялавӗ» (хальхи «Хыпар») хаҫат редакцийӗнче тӑрӑшнӑ ҫулсенче литература сотрудникӗнчен пуҫласа тӗп редактора ҫитнӗ.
1988-мӗш ҫулта ӑна КПСС Чӑваш обкомӗн секретарьне суйланӑ. Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн редакципе издательство пайӗнче 11 ҫул тӑрӑшнӑ. Чӑваш Республикин Журналистсен союзӗн правленине 5 ҫул ертсе пынӑ.
Демьян Семёнова Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялавӗ орденӗпе, тӗрлӗ медальпе тата Хисеп грамотисемпе чысланӑ.
Улатӑр, Элӗк, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Пӑрачкав, Ҫӗмӗрле, Тӑвай районӗсенче наркӑмӑшлӑ пултӑранпа кӗрешессин пӗрремӗш тапхӑрне вӗҫленӗ. Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов каланӑ тӑрӑх, кӑҫал ҫак ӳсен-тӑранпа кӗрешме 20,9 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Кӑҫал наркӑмӑшлӑ пултӑран ӳсекен вырӑн пӗлтӗрхинчен 1,1 хут пысӑкланнӑ. Вӑл ытларах Тӑвай, Йӗпреҫ, Куславкка районӗсенче ӳснине палӑртнӑ.
Наркӑмӑшлӑ пултӑрана юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пӗтерме тӗллев лартнӑ.
Чӑваш Енре хӑмла туса илессине ӳстересшӗн. Асӑннӑ культура лаптӑкне 10 хут пысӑклатасшӑн.
Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Етӗрне районӗнче пулнӑ май унти «Русхмель» обществӑри хӑмла тирпейлекен цехпа паллашнӑ. Предприяти хӑмла татмалли комбайн туяннӑ кӑҫал. Вӑл сехетре 500 килограмм татайрать иккен.
«Эпир хӑмла туса илме вӗрентекен центр турӑмӑр. Пирӗн тӗллев — хӑмла туса илес текенсене вӗрентесси тата производствӑн мӗнпур тапхӑрӗнче кирлӗ инфраструктурӑна йӗркелесси», — тенӗ республика ертӳҫи.
Кӗҫнерникун, ҫӗртмен 29-мӗшӗнче, Етӗрне хулинчи пуҫламӑш пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта шахмат енӗпе ӑмӑрту иртнӗ, унта Етӗрне округӗнчисем хӑйсен ӑсне кӑтартса тупӑшнӑ.
Шахмат енӗпе муниципаллӑ округсенче ӑмӑртусем час-часах иртеҫҫӗ. Ку хутӗнче ҫак спорт тӗсӗпе Етӗрне тӑрӑхӗнче тупӑшнӑ.
Етӗрне муниципаллӑ округӗн сайчӗ хыпарланӑ тӑрӑх, арҫынсем хушшинче яланхи пекех Вячеслав Петров пӗрремӗш вырӑна йышӑннӑ. Иккӗмӗш Геннадий Иванов пулнӑ, виҫҫӗмӗш — Александр Альгешкин. Хӗрарӑмсем хушшинче малти вырӑна Диана Пушкарева йышӑннӑ, Иккӗмӗш Анастасия Игнатьева пулнӑ, виҫҫӗмӗш вырӑн вара Юлия Еремкинӑна лекнӗ. Ачасем те ӑмӑртӑва хутшӑннӑ. Арҫын ачасене илсен Савелий Антонова ҫитекенни пулман, хӗрачасене илсен — Валерия Ярабаевӑна.
Ҫӗнтерӳҫӗсене хисеп хучӗсем панӑ, ҫавӑн пекех ятарлӑ кӳлепесемпе те чысланӑ.
Чӑваш Енре пӗр ачана йытӑ ҫыртнӑ. Халӗ ҫавӑншӑн ачан ашшӗ-амӑшӗ йытӑ хуҫинчен укҫа шыраса илесшӗн.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи ҫу уйӑхнче Етӗрне районӗнчи Стрелецки ялӗнче пулса иртнӗ. Пӗрисен ачи вырӑнти лавкка умӗнче пулнӑ. Ҫавӑнта ӑна йытӑ тапӑннӑ, ҫыртса илнӗ.
Йытта хуҫисем урама уҫӑлма никамсӑр кӑларса янӑ иккен.
Ача шар курнишӗн йытӑ хуҫисенчен 50 пин тенкӗ укҫа шыраса илесшӗн. Чӑваш Енӗн прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ӗҫе ҫывӑх вӑхӑтра судра пӑхса тухӗҫ.
Чӑваш Енри районсенче ӗҫре юрӑ уявӗсем иртеҫҫӗ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, паян Акатуя Шупашкар районӗнче пуҫтарӑннӑ. Асӑннӑ тӑрӑхра ҫак уява ҫулсерен тӗрлӗ Ялта ирттереҫҫӗ. Кӑҫал Ҫӗньял тӑрӑхӗнче пуҫтарӑннӑ.
Етӗрне районӗнче те Акатуй кӗрлет. Кун пирки Чӑваш Енри муниципалитет пӗрлешӗвӗсен Канашӗн ертӳҫи Александр Кузнецов халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Акатуйра ҫӗр ӗҫченӗсене савӑнтарма юрӑ-ташӑ ӑстисем пуҫтарӑннӑ.
Аса илтерер: ҫӗршывӑн тӗп хулинче те Акатуй ирттерӗҫ. Унта ӑна утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уявлама палӑртса хунӑ.
Паян, ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн директорӗ Елена Николаева 50 ҫул тултарнӑ.
Елена Николаева 1973 ҫулта Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ вӑхӑтрах шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентме тытӑннӑ. 2002 ҫулта вӑл Республикӑн халӑх пултарулӑхӗн ӑслӑлӑхпа методика центрне ӗҫлеме пуҫланӑ, каярах вӑл Республикӑн культура программисен дирекцине куҫнӑ.
Ҫамрӑксен театрӗн директорӗнче вӑл 2011 ҫултанпа ӗҫлет. Театрта палӑртнӑ тӑрӑх, культура учрежденине Елена Николаева ертсе пыма тытӑннӑранпа театр пурнӑҫпа тан утма тытӑннӑ.
Спектакльсем лартма театра тӗрлӗ ҫӗрти пултаруллӑ режиссерсене, художниксене тата композиторсене пӗрмаях чӗнсе илеҫҫӗ. Театр ӗҫченӗсем хӑйсен пултарулӑхне Мускавра, Питӗрте тата Хусанта туптаҫҫӗ.
Пӗлтӗрхи кӗркунне Шупашкарти пӗр арҫын 8 пин тенкӗ тӑракан телефонне ҫухатнӑ. 33 ҫулти арҫын Энтузиастсен урамӗнчи гараж комплексӗнче пулнӑ. Телефона водитель алӑкне питӗрсе илмен машинӑри прибор панелӗ ҫинче 20 минутлӑха хурса хӑварнӑ.
Хаклӑ япалана Етӗрне районӗнчи 25 ҫулти каччӑ вӑрласа кайнӑ иккен. Вӑло ӑна телефон юсакан ӑстана сутса янӑ.
Телефона халӗ хуҫине тавӑрса панӑ.
Вӑрӑ ӗҫӗпе унччен те пӑтӑрмаха темиҫе хутчен ҫакланнӑ каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
М-7 ҫул ҫинче, Етӗрне районӗнче, йывӑр тиевлӗ машина ҫунма пуҫланӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Машина Кӗҫӗн Тӳмерле ялӗ ҫывӑхӗнче ҫунма пуҫланӑ. Вӑл – пылак ҫимӗҫ турттараканни.
Юрать-ха, водитель ҫулӑма хӑйех сӳнтернӑ. Ҫулӑм двигатель отсекне, кабинӑна сиенлетнӗ.
Чӑваш чӗлхин «Хавал» ҫуллахи университечӗ (хастарсем ҫапла ят панӑ. Ытти ҫул уйлӑх текенччӗ) кӑҫал та ӗҫлӗ. Шучӗпе 13-мӗш хут иртӗ вӑл. Чӑваш хастарӗсем хальхинче Етӗрне районӗнчи «Сӑр шурӑмпуҫӗ» кану базинче пухӑнӗҫ. Университет утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Чӑваш чӗхин ҫуллахи университетне хутшӑнас тесен кӑштах укҫа тӳлемелле. Вӑл программӑна хутшӑнма, чӗлхе вӗреннӗшӗн тӳлеме, кану базинче пурӑннине тата апатланнине саплаштарма кайӗ.
Университет ӗҫе-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене Алпарух (Александр) Блинов (унӑн телефон номерӗ +79023285051, халӑх тетелӗнчи страници — https://vk.com/alparuh, Телеграмри — https://t.me/alparuh) урлӑ уҫӑмлатма май килӗ. Мускавра пурӑнакансем Павел (Павӑл) Нягинпа (телефон номерӗ +79530158189, халӑх тетелӗнчи страници — https://vk.com/el4ek е Телеграмри — https://t.me/pavl_v_n) ҫыхӑнайӗҫ. Самарӑрисене Сергей Захаров (тел. +79277529296, халӑх тетелӗнчи страници — https://vk.com/justlikecariboo) пулӑшайӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 31 - 33 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ | ||
| Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |